Ветеранпа тивĕçлипе мухтанатпăр ("Наше слово" Мариинско-Посадская районная газета №33 от 07.05.2016г.)
Михаил Степанович ДОРОФЕЕВ 1923 çулта Сĕнтĕрвăрри хули çумĕнчи Новински салинче çуралнă. 1941çулта Чулхула облаçĕнчи Арзамас хулинче Хĕрлĕ çар ретне тăрать. Хăрушă вăрçă пуçланнине вăл çамрăк боецсен шкулĕнче вĕреннĕ чухне пĕлет, ăна пĕтерсенех фронта тухса каять. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем Михаила Мускав хулинчен пуçласа Берлина çитереççĕ. Малтанласа вăл рядовой шайĕнче, каярахпа пехота батальонĕн сержанчĕ пулса Мускав çывăхĕнче, Тулăпа Калуга хулисем патĕнче тăшманпа çапăçать. Курск хули çывăхĕнчи хĕрỹ çапăçусенчен пĕринче ăна ураран йывăр амантаççĕ. Çамрăк боеца фронт линийĕнчен инçех мар вырнаçнă хирти госпитале ăсатаççĕ. Юнашарах снарядсем сирпĕнеççĕ, çапăçури юлташĕсем тăшмана анăçалла хăвалаççĕ. Госпитальтен сипленсе тухсан Орлов пĕкки патне яраççĕ. Хĕрỹ çапăçусенче вăл Белорусси хулисемпе ялĕсене тăшманран хăтарнă çĕре хутшăннă, Польшăпа Чехо-словаки витĕр тухнă. "1945 çулхи ака уйăхĕнче Висла юханшывĕ урлă каçнă чух пире пĕр çырантан тепĕр çырана снарядсене кимĕпе каçарма задани панăччĕ,- аса илет Михаил Степанович.- Кимĕ çинче эпир тăваттăнччĕ. Юханшыв варрине çитсен пире нимĕçсем асăрхарĕç те пеме тапратрĕç. Снарядсенчен пĕри кимме лекрĕ. Командир пулнă май эпĕ салтаксене çиелти тумĕсене хывса хамăрăннисем патне ишме хушрăм. Ишессе ишсе çитрĕмĕр, анчах та сивĕ шыв çийĕнчех хăй çинчен астутарчĕ, шăнса пăсăлнă хыççăн пĕр уйăх сипленме лекрĕ. Çавна май Çĕнтерỹ кунне медсанбатрах кĕтсе илмелле пулчĕ. Чиртен сывалма мана шăп та Çĕнтерỹ пулăшрĕ. Урăхла пулма та пултараймасть, эпир çав куна чăтăмсăррăн кĕтнĕ, вăл хăвăртрах çиттĕр тесе юнлă çапăçусенче тăшманпа хĕрỹ кĕрешнĕ". Вăрçă вĕçленсен те М.Дорофеев Германире икĕ çул службăра тăнă, нимĕç халăхне вăрçă вăхăтĕнче арканнă хуласене йĕркене кĕртме пулăшнă. Тăван киле таврăнсан Михаил Степанович мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех судоверфьра - каярахпа "Проммеханизация" заводра - слесарь тата сварщик пулса ĕçленĕ. Вăрçă хирĕнче кăна мар, мирлĕ пурнăçра та çав таранччен яваплăха туйса ĕçленĕ ветеран çамрăксемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Эпир, мăнукĕсем, унпа тивĕçлипе мухтанатпăр. Е.ТЕМЧЕНКО.