Мăнкун асамлăхĕ ("Наше слово" Мариинско-Посадская районная газета №33 от 07.05.2016г.)

Нумаях пулмасть Шупашкарти "Межрегиональный торгово-выставочный центр" ЗАО çуртĕнче професси ăсталăхĕпе "Мăнкун асамлăхĕ - 2016" смотр-конкурс иртрĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илỹ министерстви Шупашкар хулин администрацийĕпе, Шупашкарти кулинарсен ассоциацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Унта кăçал 25 ăста хутшăннă, вĕсен шутĕнче - Чăваш Енри вĕрентỹ учрежденийĕсен представителĕсем те. Çавна май конкурса Сĕнтĕрвăрринчи технологи техникумĕн "Повар-кондитер" профессине вĕрентекен мастерсем - А.Кузнецова, Л.Лукоянова, Н.Порфирьева, Е.Дубова, тата И.Степанова - хутшăннă, район команди уяв сĕтелĕ çине лартма çĕмĕрт çăнăхĕпе тăпăрчран пĕçерсе хатĕрленĕ кулич пысăк хака тивĕçнĕ. Ăстасене "Мăнкун карвингĕ" номинацире çĕнтерỹçĕ дипломне парса чысланă. Е.ДУБОВА, производство вĕрентĕвĕн мастерĕ.